1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 18 Апрель 2025 г.

«Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине ял хуçалăх производствинче тухăçлă аталантарса пырассишĕн» номинацире пирĕн районти «Акконд-агро фирма» общество республикăра виççĕмĕш вырăна тухнă. Хуçалăхра çамрăк выльăхсен йышĕ те хушăнсах пырать. А.Гурьева, Л.Васильева, Л.Петрова тата ыттисем пăхаççĕ пăрусене.

Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра тăрăшакансен районти уявĕнче Алина Алексеевна Гурьевана Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине парса чысларĕç.

Паянхи куна вăл пăхакан …

тĕплĕнрех
27 ноября 2020 г. 19:33

Анна Владимировна Игнатьева Тушкилти ача садĕнче 10 çула яхăн ĕнтĕ шăпăрлансене тутлă апат пĕçерсе çитерсе савăнтарать. Мăшăрĕпе Николайпа икĕ ывăлпа пĕр хĕр пăхса ÿстереççĕ. Асли, Артем, Шупашкарти А.В.Кочетков ячĕллĕ кадетсен шкулĕнче 3-мĕш çул вĕренет (7 класс). Артур Тушкил шкулĕнче 5 класра пĕлÿ пухать. Хĕр пĕрчийĕ Алина ялти ача садне çÿрет.

Амăшĕ пĕлтĕр ялти культура çуртне …

тĕплĕнрех
27 ноября 2020 г. 19:31

Аннесĕр хĕвел те ăшă мар, уйăх та çутă мар, пурнăç та кичем. «Ытарайми аннеçĕм»,—тесе юрлаççĕ пĕр юрăра. Шăпах çакăн пек анне çинчен пырĕ ман сăмахăм. Вăл — Галина Николаевна Федорова, Çĕнĕ Ишпуç ялĕнче тĕпленсе пурăнать. Питех те ырă кăмăллă, пурне те пулăшма хатĕр пысăк чун-чĕреллĕ хĕрарăм. Çынлăх туйăмĕ вăй илнĕ …

тĕплĕнрех
27 ноября 2020 г. 19:29

«Ачалăх кĕнекисен асамат кĕперĕ» уяв йĕркелерĕ онлайн форматпа Чăваш республикинчи ачасемпе çамрăксен библиотеки. «Чăваш ен — 100 пин сăмах çĕршывĕ» вулав пулăмĕ-сен марафонĕн программипе килĕшÿллĕн иртнĕ вăл. Чăваш автономи облаçĕ 100 çул тултарнине халалланă ачасен чăвашла кĕнекисен уявне.

Пирĕн районти вулавăшсем хаваспах хутшăннă унта. «Чăваш писателĕсем — ачасем валли», «Пултарулăх çăлкуçĕ» тата ытти куравсем хатĕрленĕ …

тĕплĕнрех
27 ноября 2020 г. 19:23

Чăваш Енре çĕнĕ уяв — чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăваш тĕррин кунĕ. Çав кун Екатерина Ефремова художник çуралнă. Вăл чăваш халăхĕн тĕррине аталантарма нумай тăрăшнă.

Мĕн тума кирлĕ-ха чăваш тĕррин кунĕ? Вăл тĕрĕ-эрешсене упраса малалла аталантарма, çитĕнекен ăрăва тăван культура патне туртăнма, маçтăрсен ăсталăхне малалла сарма пулăшать.

Тăван халăха çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев çĕр пин юрă, çĕр …

тĕплĕнрех
27 ноября 2020 г. 19:21

Лачкасси ялĕ пысăках мар пулсан та унтан ăслă, пултаруллă çынсем чылай тухнă. Çавсен шутĕнче — «ылтăн» алăллă маçтăр, тĕрĕ ăсти Венера Алексеевна Николаева.

Тăрмăшпа кÿршĕллĕ Лачкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ хĕр 17 çул тултарсан тăван ялтан Шупашкара çул тытнă. Пир-авăр комбиначĕн çип арлакан иккĕмĕш цехне ĕçе вырнаçнă. Юрра-ташша ăстаскер унти хора, Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче …

тĕплĕнрех
27 ноября 2020 г. 19:19

Çак кунсенче Тăвайри 1-мĕш номерлĕ ача садĕнче вĕренÿ процесне мĕнле йĕркеленине кăтартасси иртнĕ. Çакă вăл воспитательсен квалификацине ÿстерес тата вĕрентĕве йĕркелес ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕрле ĕçлекенсен паха опытне анлăрах сарма та май парать.

О.Ю.Илларионова ясли ушкă- нĕнчи шăпăрлансемпе «Пирĕн пÿлĕмри ÿсентăрансем» темăпа уçă заняти ирттернĕ. Пÿлĕм- ри чечексем мĕнле ÿснипе, вĕсене мĕнле пăхмаллипе кăмăлтан паллашнă. …

тĕплĕнрех
27 ноября 2020 г. 19:17

Тăвай енри ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем иртен пуçласа каçчен харпăр хăй ĕçне вăхăтра пурнăçлассишĕн тăрăшаççĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсем республикăра та малта пыраççĕ хăйсен харсăрлăхĕпе.

«Хресчен-фермер хуçалăхĕсем хушшинче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче производствăпа экономикăн лайăх кăтартăвĕсемпе палăрнăшăн» номинацире Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕ çĕнтернĕ, пĕрремĕш вырăна тухнă.

Кармалти Людмила Леонидовна Шуйкова (сăн ÿкерчĕкре) асăннă хуçалăхра выльăхсем пăхас …

тĕплĕнрех
23 ноября 2020 г. 18:57

«Анне кунĕ» марафон пырать республикăра аннесен уявĕ умĕн.

Ăна республикăри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн председателĕ Наталья Николаева пуçарнă. Марафонăн тĕп тĕллевĕ — хĕрарăмсене аталанма майсем туса парасси, вĕсене хăйсем çинчен тата хăйсен чи лайăх енĕсем çинчен каласа пама пулăшасси. Çавăнпа та районти маттур та пултаруллă амăшĕсене марафон мероприятийĕсене хутшăнма чĕнетпĕр. Чылайăшĕ унта …

тĕплĕнрех
23 ноября 2020 г. 18:55

Ĕç вăл — ĕçчене юратать. Ваттисем камăн ăçта ĕç ăнăçать, çавăнта ĕçлеме хушнă. Çак каларăша тĕпе хурса пурăннăнах туйăнать эпĕ вулакана паллаштарас тенĕ хамăн ĕçтешĕм, Элпуçĕнчи вăтам шкулта директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, историпе географи вĕрентекен Е.В.Гаврилова. Педагогика ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене вăл Канашри педучилищĕре, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педуниверситетĕнче алла илнĕ.

Малтан Çĕнçырмари пуçламăш шкулта 19 …

тĕплĕнрех
23 ноября 2020 г. 18:54