1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 12 Апрель 2025 г.

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче пирĕн района Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕн ÿкерÿ ушкăнĕ - Ульяна Питакова редакторпа Александр Отяков телеоператор килсе кайнă. Вĕсем Тăвай районĕнче пунăçа кĕртекен объектсенче пулнă, ÿкерсе илнĕ.

Малтанах ÿкерÿ ушкăнĕ Мучар ялĕнче пулнă. Кунта телеÿкеревçĕсене вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Артем Егоров ялпа паллаштарнă, паллă вырăнсем çинчен каласа кăтартнă. Журналистсем ялта пурăнакансемпе те тĕл …

тĕплĕнрех
2 апреля 2021 г. 10:13

Иртнĕ эрнере Шупашкарта обществăлла сăнав Штабĕсен ертÿçисем валли семинар йĕркеленĕ. Çапла майпа Чăваш Енре кĕркуннехи сасăлава хатĕрленме пуçларĕç те ĕнтĕ.

Тăвай районĕнче те, акă, обществăлла сăнавçăсем валли вĕренÿ семинарĕ иртнĕ çак кунсенче (сăн ÿкерчĕкре). Аса илтеретпĕр, сентябрĕн 19-мĕшĕ - Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсем суйламалли кун. Кашни суйлав участокĕнчех республикăри …

тĕплĕнрех
2 апреля 2021 г. 10:11

Тĕнчипех чей ĕçме юратаççĕ. Ку вăл ĕçмелли шыв хыççăн иккĕмĕш вырăнта. Унăн тăван çĕршывĕ - Китай.Чăваш Енри Ĕçлев министерствин Тăвайри халăха социаллă пулăшу паракан центрта «Надежда» клуб членĕсем, кĕмĕл волонтерсем хушшинче «Чи тутлă та техĕмлĕ чей» конкурс иртнĕ. Чи малтанах пухăннисене центр ертÿçи М.А.Петрова саламланă, ырлăх-сывлăх, ăнăçу суннă. «Ял ĕçченĕ» хаçат редакторĕ Л.В.Якку, Тăвайри МФЦ …

тĕплĕнрех
2 апреля 2021 г. 10:03

Çак кунсенче Тушкил ялĕнче астăвăмпа, вăрçă тата ĕç паттăрне хисеп тăвассипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ мероприяти пулса иртрĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çĕре хутшăннă, Тăвай районĕн хисеплĕ гражданинĕ ята тивĕçнĕ ĕç ветеранне А.Ф.Егорова чысласа вăл пурăннă çурт çине вырнаçтарнă Асăну хăмине савăнăçлă лару-тăрура уçнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов, унăн çумĕ …

тĕплĕнрех
2 апреля 2021 г. 9:51

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов АПК ветеранне, Тушкил ялĕнче пурăнакан Ю.А.Алексеева юбилей ячĕпе саламланă. Мартăн 25-мĕшĕнче Юрий Алексеевич 70 çул тултарнă. Владимир Борисович ăна Тăвай районĕн Хисеп грамотине панă, çак чыса вăл пурнăçри активлă позицишĕн, пархатарлă ĕçшĕн, обществăлла пурнăçа хастар хутшăннăшăн тивĕçнине палăртса хăварнă.

Районĕпех пĕлекен тата хисеплекен çынна çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ …

тĕплĕнрех
2 апреля 2021 г. 9:49

Шыв ыйтăвĕ пуриншĕн те малти вырăнсенчен пĕри тесен йăнăш пулмĕ. Шыв башнисемпе пăрăхĕсем çулсем иртнĕ май, хăйсен «ĕмĕрне» ирттерсе кивелсе çĕрĕшме пуçлаççĕ.

Акă, Сăхăтпуçĕнче те юлашки вăхăтра шыв пăрăхĕсем шăтнипе 7 хутчен те саплама тивнĕ. Хĕлĕпе юр нумай çурĕ. Сивĕ пулнипе çĕр те вăйлă шăннă. Çакăн пек условисенче «сиплев» ĕçне пурнăçлама пĕрре те çăмăл мар. …

тĕплĕнрех
2 апреля 2021 г. 9:48

Сăрпа Хусан таврашĕнчи хÿтĕлев сооруженийĕсене тунă çĕрте ĕçленĕ паттăрсене аса илсе, вĕсен ячĕсене асра хăварас тесе Кивĕ Пуянкассинчи Г.В.Соловьевпа тата М.Ф.Кондаковапа курса калаçрăм.

Геннадий Васильевичăн икĕ аппăшĕ те - Мария Васильевна (1919 çулхи) тата Анна Васильевна Соловьевасем (1921 çулхи) Тенеялĕнчен Хĕрлĕ Çыр еннелле каякан траншейăна чавнă çĕре хутшăннă. Вĕсем каласа кăтартнă тăрăх, унта Элпуç, Çĕнçырма …

тĕплĕнрех
2 апреля 2021 г. 9:46

Енĕш Нăрвашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Хальхинче вара хăй вăхăтĕнче Чечен Республикинчи хирĕçтăрăва сирме хутшăннă ялти паттăр салтаксене халалласа пневматикăлла винтовкăран тĕл перессипе ăмăртусем иртрĕç.

Александр Волков (1980 çулта çуралнă) - вĕсенчен пĕри. Десантниксен машини çинче механик-водитель пулнă май вăл темиçе хутчен çапăçуран офицерсемпе салтаксене тĕрĕс-тĕкел илсе тухнă. 2000 çулхи …

тĕплĕнрех
2 апреля 2021 г. 9:43

«Культура» наци проектне пурнăçласа иртнĕ çул Тăвай енре чылай курăмлă ĕçсем тунă. Тĕрлĕ ăсталăх ĕçĕ-хĕлĕнче палăрнă районти культура ĕçченĕсем. Пандемие пула чылайăшне онлайн мелĕпе хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. Ытти регионсенчи ентешлĕхсемпе çыхăнусем çирĕпленсе пынинче те вĕсен тÿпи пысăк. Хальхи вăхăтра культура учрежденийĕсенче 30 çын ытла тăрăшать. Вĕсенчен пĕри - Эльза Николаева 10 çула яхăн ĕнтĕ …

тĕплĕнрех
26 марта 2021 г. 10:17

Ураскассинчи Никифоровсем Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командипе Пермь хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри хĕллехи ял вăййисене хутшăнса спорт çемйсем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Ăмăртусем пуш уйăхĕн 16-20-мĕшĕсенче, «Спорт - пурнăç йĕрки» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ. Унта çĕршыври 44 регионтан 700 спортсмен ытла тупăшнă. Владимирпа Алина Никифоровсем Глеб ывăлĕпе аслă ÿсĕмри спорт çемйисем хушшинче палăрнă. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ …

тĕплĕнрех
26 марта 2021 г. 10:16