
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи çула Сăрпа Хусан таврашĕнчи хÿтĕ-лев чиккисене тунисен паттăрлăхне халалланă. Çавна май пирĕн районта асăннă темăпа тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Кинокадрсем кăтартаççĕ, концертсем пулаççĕ, куравсем ирттереççĕ, калаçусем йĕркелеççĕ, ватăсемпе тĕл пулса ыйтса пĕлеççĕ тата ытти те. Аслисемпе пĕрле ачасем те интересленеççĕ хăйсен çывăх çыннисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче шартлама сивве …
тĕплĕнрех
Иртнĕ уйăхра самбистсемшĕн хĕрÿ вăхăт пулчĕ, 2005-2007 çулсенче çуралнă хĕрсемпе каччăсем Шупашкарта самбо мелĕпе кĕрешсе республикăра мала тухассишĕн тата федерацин Атăлçи округĕнчи ăмăртусене хутшăнма тивĕçлĕ пулассишĕн ăмăртрĕç.
Асăннă ăмăртусенче пирĕн районти «Аль» ФСКри 58 килограмм таранчченхи виçе категорийĕнчи самбистсем те хăйсене аван енчен кăтартрĕç. Савелий Петров Чăваш Енри чи лайăх ултă самбист шутне кĕме тивĕçлĕ …
тĕплĕнрех
Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунĕнче ялти клуба пухăннисене Тушкилти врач амбулаторийĕн медсестри Г.В.Антонова «Сывлăх çĕршывне - çулçÿреве» мероприятие йыхравларĕ. Ытларахăшĕ кунта шкул ачисем пулчĕç.
Районта апрелĕн 20-мĕшĕччен туберкулеза хирĕç кĕрешмелли «Шурă салтак тÿми» ятпа уйăхлăх пырать. Туберкулез - хăрушă инфекци чирĕ. Чирлĕ çынсенчен тĕрлĕ майпа лекет. Вăл ÿсĕрнĕ, калаçнă чухне сывлăша микробактерисем сарăлаççĕ. Юнашар тăракан сывă …
тĕплĕнрех
Мучар ялĕнчи вулавăшра ял çыннисемпе Галина Баданова «Туберкулез чирĕ тата унран сыхланасси» темăпа калаçу йĕркелерĕ. «Шурă салтак тÿми» уйăхлăхпа килĕшÿллĕн ирттерчĕ çак мероприятие фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ. Çынсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ, памяткăсем пачĕ. Культурăпа библиотека ĕçченĕсен «Мифы и реальность о туберкулезе» викторини те пысăк активлăхпа иртрĕ. «Çакăн пек калаçусене ытларах хатĕрлесчĕ»,-терĕç пухăннисем.
тĕплĕнрех
Ытларикун пирĕн районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикинчи пурăнмалли çурт-йĕр Патшалăх инспекцийĕн тĕп инспекторĕ Виктор Кочетков пулнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Ломоносов, район ертÿçи Александр Шакин тата «Коммунальник» общество директорĕ Юрий Ефимов хутшăннă ĕçлĕ калаçăва (сăн ÿкерчĕкре).
Пысăк хăна «Коммунальник» общество ĕçĕпе вырăна тухса паллашнă. Тăвай районĕн территорине тирпей-илем кĕртмелли икĕ уйăхлăх ирттерес ыйтăва …
тĕплĕнрех
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура пирĕн пĕрлехи ĕçĕмĕрĕн тĕп тĕллевĕ республикăри халăхăн пурнăç шайне лайăхлатасси пулнине палăртрĕ. Çакă пире Чăваш Ен, тăван тăрăх пуласлăхĕшĕн пĕрлехи вăйпа пикенсе ĕçлеме хистет. Палăртнисене пурнăçа кĕртме кашни хăйĕн тÿпине хывсан пирĕн тĕллевсем тата та ăнăçлăрах пурнăçланасса шанма пулать. Халăх каларăшле: «Пĕр çын утать, йĕр …
тĕплĕнрех
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Хусан таврашĕнчи хÿтĕлев чиккине тăвакансен тата пĕтĕм тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне ĕмĕрех асăнма Тăвайран Улянкă ялнелле тухса кайнă вырăнта «Тыл ĕçченĕсене» ятлă стела туса лартнă. Район территоринче окопсем чавакансем тĕрлĕ районсенчен пулнă. Паллах, тĕрлĕ сăлтавсене пула кашни кунах ĕçлекенсен шучĕ улшăнсах тăнă. Калăпар, раштавăн 7-мĕшĕнче Канаш районĕнчен 3325 çын ĕçленĕ, Красноармейски …
тĕплĕнрех
Ача-пăчапа яшсен центрĕнче çуркуннехи каникул кунĕсенче çамрăк шашистсемпе шахматистсен чемпионачĕ иртнĕ. 30 яхăн ача пултарулăхне кăтартнă унта.
Спортăн икĕ тĕсĕнче те хĕрачасенчен Дарья Кондратьева чемпион пулса тăнă. Иккĕмĕш вырăнта - Милана Исаева. Шашкăлла выляссипе Виктория Иванова, шахматпа Рада Иванова виççĕмĕш пулнă.
Çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн Рада Ивановапа Валерия Петрована (шашкăпа), Карина Алькинана, Виктория Ивановапа Анна Данилована …
тĕплĕнрех
Çак кунсенче Ханты-Мансийск хулинче биатлон енĕпе иртнĕ Раççей чемпионачĕ район çыннисене те спорт каналĕсемпе тÿрĕ эфирта кăтартакан ăмăртусене пăхма йыхравларĕ.
Йăнтăрчă ялĕнче çуралса ÿснĕ Альбина Николаевна Семенован (халĕ Лапсарта пурăнать) хĕрĕ Татьяна Акимова тата Тĕмер шкулĕнче вĕреннĕ Сергей Васильевичпа Альбина Алексеевна Петровсен (хальхи вăхăтра Канашра пурăнаççĕ) ывăлĕ Алексей Петров та хутшăнаççĕ-çке унта. Малтанах Т.Акимова хĕрарăмсен …
тĕплĕнрех
Тăвай тăрăхĕнче салтак тÿпине çĕршыв тулашĕнче пурнăçланисем чылайăн. Тĕслĕхрен, Афганистанра, Германире, Венгрире, Чехословакире, Польшăра, Монголире, Кубăра, Африкăра... 1955 çулта Европăра вăрçă хăрушлăхне сирсе ярас тĕллевпе Варшава Договорĕн çĕршывĕсен çарĕсене йĕркеленĕ.
1941-1945 çулхи Аслă Отечествăлла вăрçă чарăнсан утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче йĕркеленĕ Германири çар ушкăнне хаяр вут-çулăм витĕр тухнă офицерсемпе салтаксем кĕнĕ. Каярахпа, вăрçă участникĕсем демобилизаци йĕркипе …
тĕплĕнрех