Кăçалхи майăн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине уявланă май, Тăвай округĕн-че те тыл ветеранĕсене юбилей медалĕсемпе чыслаççĕ.
Мучар ялĕнче иртнĕ кунсенче территори уйрăмĕн начальникĕ А.В.Егоров, муниципалитет округĕн пуçлăхĕ О.А.Ломоносов Надежда Григорьевна Горбунована, Анастасия Ивановна Цапинана, Екатерина Николаевна Наумована, Киччĕри Антонина Алексеевна Кашмачкована «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 …
подробнееУрамра çутă та илемлĕ хĕллехи кун. Тăвай ялĕнче вырнаçнă хĕрлĕ çăлтăрлă палăк умĕнче тăратăп. Стенд çинче икĕ рет вăрăм список: вăрçăран таврăнайманнисен тата çĕнтерÿпе тăван яла таврăннисен ячĕсем. Алфавит тăрăх шыратăп:
Кузьмин Г.К.
Кузьмин И.К.
Михайлов К.М.
Палланă хушаматсем — манăн аслă икĕ пичче, асатте. Ячĕсене, ашшĕ ячĕсене, шел, çырса …
подробнееÇын ыйтман çĕр пайĕсем 2025 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен муниципалитет харпăрлăхĕн çĕрĕсем пулса тăчĕç.
Ыйтман çĕр пайĕсем вĕсем — граждансен харпăрлăхне куçнă, анчах вĕсене хуçисем куçман пурлăхăн пĕрлехи патшалăх реестрĕнче регистрацилемен унчченхи пĕрлешÿллĕ хуçалăх çĕрĕсем.
«Çынсем ыйтман çĕр пайĕ-сене муниципалитет харпăрлăхĕ тесе йышăнма вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен малашне суда каймалла …
подробнееКу сăн ÿкерчĕке 1959 çулта тунă. Унта Тăвай районĕнчи ĕçялкорсем сăнланнă. Малти ретре варринчи — «Ленинец» (халĕ — «Ял ĕçченĕ») хаçат редакторĕ Герман Матвеевич Матвеев.
1959 çулхи февралĕн 13-мĕшĕнче хăйĕн дневникĕнче вăл кĕскен çапла çырнă: «Ялкорсемпе стена хаçачĕсен редакторĕсен, радиовещани работникĕ-сен канашлăвне ирттертĕмĕр. Эпĕ доклад турăм, 76 çын пулчĕ».
Çав …
подробнее90 çул Тăвай енпе тан утать хаçатăмăр. Ячĕ-шывĕ те темиçе хутчен улшăннă, çавах унăн пĕлтерĕшĕ чакман. Епле пултăр-ха район «Ял ĕçченĕ» хаçатсăр? Кашни номерĕ тĕкĕр пек, кулленхи паха пулăмсем, предприятисен ĕçченĕсем, хисеплĕ çынсем çинчен каласа парать. Унăн страницисенче медицина работникĕсен статйисене, сывлăха упрама тĕрлĕ усăллă канашсем тупатпăр.
ĕлĕхĕсене, пенси фончĕн …
подробнееТăвай хутлăхĕнче тухса тăракан пичет изданийĕ — «Ял ĕçченĕ» хаçат çак кунсенче сумлă датăна палăртать. 90 çул ĕнтĕ вăл пирĕн тăрăхри çынсен пурнăçне, ĕç-хĕлне çутатса тăрать, тăван кĕтесе малалла аталантарма хавхалантарать.
Çак йĕркесен авторĕн те массăллă информацин районти хатĕрĕнче вăй хума тÿр килчĕ иртнĕ ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсенче. Культура институтне пĕтерсе …
подробнееИртнĕ канмалли кун хĕрарăмсемпе арçынсем хушшинче шашка ăмăртăвĕсем пулчĕç.
Хĕрарăмсенчен 4 очко илме май пур çĕртен 3,5 очко пухса, пĕрремĕш вырăна Виктория Иванова тухрĕ, иккĕмĕшне унăн амăшĕ Олеся Иванова, виççĕмĕш вырăна Анна Михайлова йышăнчĕç.
Призерсене пурне те харпăр хăй вырăнĕ-семшĕн тивĕçлĕ медальсемпе наградăланă, çĕнтерÿçĕне кубок парса чысланă. Шел, лайăх вылякан …
подробнееНарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Ямпулатра çуралса ÿснĕ Александр Станиславович Миронов Чечен Республикинчи хирĕçтăрура паттăррăн çапăçса пуçне хунăранпа 30 çул çитрĕ. 1995 çулта Тушкил шкулĕнчи историпе краеведени музейĕнче ентеше халалланă асăну кĕтесĕ йĕркеленĕ. Унта Саша Мироновăн шкул дневникĕ, çар командованийĕ парнеленĕ сехет, Паттăрлăх орденĕ, хăй усă курнă ытти япаласем упранаççĕ. 2022 çулта …
подробнееАслă çĕнтерÿ пулнăранпа 80 çул çитнине халалланă «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупу Тăвай тăрăхĕнчи 1500 ытла çынна «Аль» спорт шкулĕн территорине пухрĕ иртнĕ шăматкун. Çулленхи хĕллехи спорт тапхăрне савăнăçлă лару-тăрура уçса, Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов кăçалхи мероприятие районăн 90 çулхи юбилейне халалланине те пĕлтерчĕ. Ăмăрту участникĕ- сене саламланă май, …
подробнееТăвай районне йĕркеленĕренпе 90 çул çитет. Паллах, кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ пулăм. Суту-илÿ-ре 40 çула яхăн тăрăшнăран, мана Енĕш Нăрваш ялĕнчи çак тытăмра камсем ĕçлени кăсăклантарчĕ
1930 çулсен вĕçнелле ялти икĕ лавкка та йывăçран пулнă. Григорий Лукин хăйĕн ывăлĕпе Николайпа ĕçленĕ. Каярахпа Гордей Ефимов, Иван Исаев суту-илÿре тăрăшнă. 1960 çулсенче юнашар …
подробнее